Artisto: | Константин Евруков (Русский) |
Uzanto: | Антон Аристархов |
Daŭro: | 110 sekundoj |
Komenca paŭzo: | 12 sekundoj |
Tononoma sistemo: | Bazvalorа |
Sakra: | |
Komentoj pri tabulaturo: | - |
Am Am Dm Am
1. Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт,
E Am
Сан куçу пекех таса
Am Am Dm Am
Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
E Am
Яланах килет аса.
Am Am Dm Am
Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
E Am
Яланах килет аса.
2. Вăййа тухрăм, эп курмарăм
Хам юратнă савнине
Киле кайнă чух çĕç куртăм
Улăххипе ларнине
Киле кайнă чух çĕç куртăм
Улăххипе ларнине
3. Ăна ăшшăн ыталанă
Пуçне хунă ун çине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине
4. Сад пахчине кĕрсе лартăм
Иккĕн ларнă сак çине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине
5. Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш
Ун пеки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет
6. Атте эпĕ çуралсассăн
Хĕр çуралтăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?
7. Анне мана çуратсассăн
Ма вăрмана кайман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?